Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче уяв пулнӑ. Ҫак кун тин хута кайнӑ ҫӗнӗ ҫурт уҫҫисене панӑ.
Ҫав ҫуртра тӑлӑх ачасем валли те кӗтес тупӑннӑ. 17 яш-хӗр ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ. Ҫавӑн пекех 10 ҫынна авариллӗ виҫӗ ҫуртран куҫарнӑ. Ӑна патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ ҫӗре тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Николай Малов, Татьяна Минина, Валерий Павлов… Ҫӗнӗ хваттере куҫнисем строительсене тав тунӑ. Анна Абакумова тата Галина Мидейкина ӑшӑ сӑмахсем тухса каланӑ.
Ҫынсене хваттер уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Хваттерсенче пластик чӳрече лартнӑ, сантехника вырнаҫтарнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, линолеум сарнӑ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Тантӑш» хаҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналсен корреспонденчӗсем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене хаҫат тата журналсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсене хаҫат-журналти туслӑха малашне те тӑсма чӗнчӗҫ. Шкулти вӗренекенсем хаҫата час -часах хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ, вӗсем хаҫат страницисенче кун ҫути курсан савӑнаҫҫӗ.
«Паянхи номерте те Коля Ивановпа Филипп Афанасьевӑн халапӗсем пичетленнӗ», — савӑнтарчӗ ачасене Лариса Петрова, вӗсене асӑнмалӑх хаҫат парнине — «Тантӑш, Тетте, Самант», — тесе ҫырнӑ ручка парнелесе. Нина Царыгина «Тетте» журнал пирки, Илья Клочков — «Самант» пирки каласа кӑтартрӗҫ. Илья Клочков фото ӑсти пухӑннисене фотоаппаратпа туслашма чӗнсе каларӗ.
Кашни ачах парнеллӗ пулчӗ, «Тантӑш» хаҫатпа журналсем, хаҫат хастарӗсем — асӑнмалӑх парне-ручка. Хама илес пулсан эпӗ яланах «Тантӑш» хаҫата та, «Тетте» тата «Самант» журналсене те яланах ҫырӑнса илетӗп, мӗншӗн тесен шкулта ӗҫлекен кашни вӗрентекенӗн шкул ачисене куллен пулӑшса пыракан хаҫат-журнала ҫырӑнса илмеллех тесе шутлатӑп.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе йӗркеленӗ май республикӑра ҫак ятпа фотоконкурс иртнӗ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин «Чӑваш Республикинчи уйрӑм сыхланакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен тата объекчӗсен дирекцийӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енӗн символӗ пулма тивӗҫлӗ ӳсентӑран сӑнӳкерчӗкӗсене йышӑннӑ.
«Палӑртма кӑмӑллӑ, асӑннӑ фотоконкурсра Тумликассинче пурӑнакан пирӗн ӗҫтешӗн Алина Карпован сӑнӳкерчӗкӗ ҫӗнтернӗ», — тесе пӗлтерет Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат.
Алина Карпова фотоӳнере пысӑк тимлӗх уйӑрать иккен, фотоконкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тӑвать-мӗн. Вӑл тавралӑхри ахаль чухне куҫа курӑнман кӑсӑклӑ самантсене, пулӑмсене ӳкерме ӑста теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе вӑл ятарласа ниҫта та вӗренмен, апла пулин те унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем чӑн-чӑн фотографӑн пекех: куракана илемӗпе, содержанийӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑйсен ентешӗсене, Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑн тата Николай Булаткина, халлланӑ «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать.
Кашни ял тӑрӑхӗ чӑвашсен паллӑ драматургӗсен, ҫыравҫисен спектаклӗсене сцена ҫинче кӑтартаҫҫӗ. Юпан 14-мӗшӗнче Сӗнтӗкҫырминчи культура ҫуртӗнче Николай Терентьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хӗрӗме калам та — кинӗм илттӗр» спектакль кӑтартнӑ. Пьесӑра — тин кӑна ҫемье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксем пирки. Крахьян (Ирина Пакрушова) хӑйӗн пӗртен пӗр ывӑлне Мӗтрие (Вячеслав Корчагин) юратать, ӑна телей ҫеҫ сунать. Ывӑлне Маюкпа (Елена Самсонова) пӗрлештересшӗн…
Палӑртмалла: хӑйсем тӗллӗн ҫак ӑсталӑха вӗреннӗ артистсем сцена ҫине пӗрремӗш хут ҫеҫ тухмаҫҫӗ. Вӗсем выляни хальхинче те куракансен кӑмӑлне кайнӑ.
Сӑнсем (27)
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Республиканский центр восстановительной медицины и реабилитации» (чӑв. Республикӑн юсану медицинипе тӳрленӳ центрӗ) Сывлӑх центрне 2009-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ. Ҫак ҫулсенче кунта ҫӗршер ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ, сипленнӗ. Центра ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ, ку врачсен ӗҫне самаях ҫӑмӑллатать. Кунти ӗҫченсем республикӑри чылай районта пулса халӑха пулӑшу панӑ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, 12 ҫынран тӑракан медицина ӗҫченӗсен ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутай районне пӗрремӗш хут килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутайри пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ушкӑна район центрӗнчен чи аякра вырнаҫнӑ Штанаш ял тӑрӑхне янӑ, мӗншӗн тесен ку тӑрӑхри халӑхӑн, уйрӑмах ватӑ-вӗтӗн райцентра тухса кӗме чӗр нуша: яла кунне икӗ хутчен ҫеҫ автобус ҫӳрет, каҫа юлсан Чутайрах ҫӗр каҫма тивет.
Штанашри офиса Чутайран тухтӑр эрнере темиҫе хутчен килсех тӑрать-ха, Чутайри тухтӑрсен ушкӑнӗ те ятарлӑ графикпа ҫӳрет, ҫапах та кирлӗ чухне анализсем пама Чутаях тухма тивет.
Шупашкартан тухтӑрсем ятарласа ял халӑхӗн сывлӑхне тӗрӗслеме килессине пӗлсен Штанашри медицина офисне халӑх чылайӑн пуҫтарӑнчӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак районта ҫуралса ӳснӗ К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина асӑнса «Асамлӑ чаршав» фестиваль иртет.
Штанаш ял тӑрӑхӗнчи артистсем кӑҫал Николай Терентьев ҫырнӑ «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльпе сцена ҫине тухнӑ. Спектакльти ӗҫсем 1941-мӗш ҫулта пулса иртеҫҫӗ. Икӗ чӑваш хӗрарӑмӗ Канашри чукун ҫул станци урлӑ Ҫӗпӗр дивизийӗнчи салтаксем иртсе каяссине пӗлсен ҫула тухаҫҫӗ, ку дивизире чӑвашсем нумай-ҫке!
Спектакльти сӑнарсене калӑпланӑ: Ҫӗпӗр дивизи салтакӗ Мишша — Владимир Париков, Мишша амӑшӗ Хӗветура — Надежда Егорова, Михаилӑн хӗрӗ Улька — Алена Майорова, Хӗрлӗ ҫар командирӗ Виктор — Николай Майоров, чукун ҫул станци дежурнӑйӗ Анна Яковлева — Надежда Шипеева. Хӑйсен ролӗсене вӗсем ӑста вылярӗҫ.
Сӑнсем (16)
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун йышши мероприятисенчен пӗри ҫывӑх вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутайӗнче йӗркелессине те ун чух каланӑччӗ. Ҫапла вара виҫӗм кун ку мероприятие хӗрлӗ чутайсем ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Пиншер вулакан ашшӗ» авто-флешмоба Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркелет. Ӑна валли вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Юпан 2-мӗшӗнче авто-флешмоб Чутай тӑрӑхне ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Галина Белгалис ҫыравҫӑ, Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн чи вулакан ашшӗ Александр Кузьмин, чӑваш эстрада юррисен «Эмине» ансамблӗн солисчӗ Евгений Николаев, маларах асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вулакан ашшӗсем, асламӑшӗсем, ачасем, библиотекарьсем пухӑннӑ. Мероприятие хутшӑннӑ вырӑнти район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вулас йӑлана ачасене хӑнӑхтармаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче паян фельдшерпа акушер пункчӗ уҫлнӑ.
Ял халӑхне ҫав ятпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ: Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов тата Валерий Павлов, Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Татьяна Минина. Тата район ертӳҫисем. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов тата районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев та кун пек пулӑмран юлман паллах.
Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче мӗнпур услови туса панӑ, ҫутӑ тата газ кӗртсе панисӗр пуҫне шыв патне те урама тухмалла мар. Кун пек фельдшерпа акушер пунктӗнче чылай процедурӑна ирттерме пулать. Эмел тавраш те унта илме май килӗ.
Сӑнсем (31)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркассинчи культура ҫурчӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлет. 1977 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑскер кивелме ӗлкӗрнине кура халӗ унта тӗплӗ юсав пырать. Ун пеккине вӑл 35 ҫул курман.
Паянхи куна унта урай хӑмине, чӳречесене, алӑксене, ҫивтиттине ылмаштарма ӗлкӗрнӗ, стенана, маччана тата урам енчен ҫӗнетеҫҫӗ.
Вырӑнти культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем те юсав ӗҫӗнчен аякра пӑрӑнса юлман, хӑш-пӗр ӗҫе хӑйсем тӗллӗн те пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ епле пынипе паллашма ҫак кунсенче унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата культура, спорт тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вырӑна ҫитнӗ.
Сӑнсем (11)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӑнче пенсионерсем 218 ҫын, вӗсенчен 130-шӗ ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗ 51 ҫын, салтак арӑмӗсем 6 хӗрарӑм: Зинаида Манина, Клавдия Исаева, Мария Русскова, Надежда Иванова, Лидия Мартынова тата Евдокия Арсенкина. Пенсионерсем хушшинче сусӑррисем 38-ӑн, кунсӑр пуҫне 18 ҫула ҫитмен 4 сусӑр ача.
Ваттисен кунне халалласа Штанаш ял тӑрӑхӗнче те ватӑсене пӗчӗк уяв туса чысларӗҫ. Уяв сӗтелӗ хушшине ӗмӗр тӑршшӗпе вырӑнти колхозра, фермӑра, шкулта тӑрӑшнӑ Алевтина Кашкирова (нумаях пулмасть 80 ҫул тултарчӗ), Лидия Коннова, Галина Андреева (80), Елизавета Зотова (вӑл та авӑн уйӑхӗнче 85 ҫул тултарнӑ), Раиса Сергеева, Клавдия Исаева (90-ра), Зинаида Софронова, Нина Манина (80-ра), Марфа Кассирова (75-ре), Леонид Егоров (82-ре), Зоя Прокопьева тата ыттисем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене вырӑнти ял администаци ертӳҫи Светлана Ефремова, кунта тӑрӑшакан Ираида Павлова, Ираида Семенова тата вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Майоров саламларӗҫ, татах та нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Пухӑннисен ячӗпе чылай юрӑ янӑрарӗ, ватӑсем хӑйсем те ӗлӗкхи юрӑсене шӑрантарса, ташласа уява илем кӳчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |